| 6579 | Алай Микулай хӑй ҫывӑрать, куҫӗ пӑхать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6580 | Алӑран кӗрепле, ҫӳҫрен шӑпӑр тусан та юрас ҫук. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6581 | Алли аван та, ҫӑварӗ ҫӑткӑн. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6582 | Ахлатакан ахах тупнӑ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6583 | Вӑйлӑ ҫыннӑн кӑкри малта, мӑн кӑмӑллӑ ҫыннӑн хырӑмӗ малта, ӑслӑ ҫыннӑн пуҫӗ малта. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6584 | Вӑрттӑн ясара ҫын пӗлмест. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6585 | Вӑтанакан вӑрттӑн ясар. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6586 | Вӑтанакан ҫын ырӑ курмасть. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6587 | Вӑтанаслӑх вӑта ҫӗрте. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6588 | Вӑтанма пӗлни вӑтӑр пус, хӗрхенме пӗлни хӗрех пус. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6590 | Вӑтанман — юмӑҫ пулнӑ, ӳркенмен — ӑста пулнӑ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6589 | Вӑтанман вӗрӳҫӗ, ӳркенмен юмӑҫӑ пулнӑ теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6591 | Вӑтансан вӑйӑ варне те тӑрас мар теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6592 | Вӑтансан ыр курмасть. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6593 | Запаслӑ ҫын пуян ҫынтан лайӑхрах. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6594 | Ике питлӗ ҫӑкӑр — ик кунлӑх, икӗ питлӗ этем — яланлӑх. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6595 | Икӗ питлӗ ҫын ик майлӑ кастарать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6596 | Икӗ питлӗ ҫын та ик ӗмӗр пурнаймасть. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6597 | Икӗ ҫивчӗшлӗ пуртӑ ик еннелле те касать, икӗ питлӗ ҫын ҫынна сутать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6606 | Йӑвачи йӑвантарать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6598 | Йӑваш анчӑка автан та сӑхнӑ тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6599 | Йӑваш йытӑ вӑрттӑн ҫыртать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6600 | Йӑваш йыттӑн усалӗ ури айӗнче. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6601 | Йӑваш ҫын йӑвантарать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6602 | Йӑваш ҫынна ҫил те туллать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6603 | Йӑваш ҫынран кушак та кулать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6604 | Йӑвашпа ухмах пӗр. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6605 | Йӑвашран Йӑван тухать теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6607 | Йӑлӑнтаракана юн кукли. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6609 | Йӑпӑлти пӑру ик амӑшне ӗмнӗ тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6610 | Йӑпӑлти пӑру икӗ ӗнене ӗмет, ачаш марри хӑй амӑшне те ӗмеймест. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6611 | Йӑпӑлти ҫын пуҫлӑх питне ҫӑвасшӑн. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6612 | Йӑпӑлти ҫынна йыт ҫыртмасть. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6613 | Йӑпӑлти чӗлхе икӗ енлӗ кастарать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6614 | Йӑпӑлти чӗлхе йӑпар тытнӑ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6615 | Йӑпӑлтие йӗп витмест. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6616 | Йӗтӗн ҫиппи хӗҫ тиркет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6617 | Каскӑн ӗнен мӑйраки ӳсмен тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6618 | Каскӑн йытта касмасан уртса ярӗ туласан. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6620 | Кӑтра ҫыннӑн сӑнни пур. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6619 | Кӑтра ҫынтан виҫ ҫӑкӑр йӑтса тарма хушнӑ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6621 | Киремет ҫыннӑн турти кӗске. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6624 | Куҫ умӗнче ан мухта та, кут хыҫӗнче ан хурла. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6622 | Куҫ умӗнче йӑпӑл-йӑпӑл, кут хыҫӗнче мӑхӑр-мӑкӑр. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6623 | Куҫ умӗнче тилӗ те, кут хыҫӗнче сӑхас ҫӗлен. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6626 | Куҫупа ан суйла, хӑлхупа суйла. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6627 | Куҫупа курмасӑр ҫӑварна ан кар. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6625 | Кутана тарличчен ӗҫлемесӗр кутӑн сӑмах ан кала. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6629 | Кутӑн ашака хулӑ юсать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6630 | Кутӑн ӑспа нумаях малалла каяймӑн. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |